Çамрăк çемьесене – патшалăх пулăшăвĕ
ЧР хула строительствипе общество инфрастуктура аталанăвĕн министрĕ Александр Николаевич Гончаров интервью пачĕ. – Кăçалхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев «Çамрăк çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указа алă пусрĕ. Ăна эсир мĕнлерех ăнлантаратăр тата кун енĕпе малашлăхри тĕллевсем еплерех; – Ку Указ – Республика Президенчĕ çамрăк çемьесен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси çине тимлĕх уйăрни тата çак енĕпе пысăк ĕçсем пурнăçласа пыни. Указ çамрăксен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парассипе туса ирттерекен ĕçсемпе тачă çыхăнса тăрать. Пирĕн ялта ĕçлекен çамрăк специалистсене пулăшмалли тата федерацин «Çамрăк çемье» программи пур, унта эпир те хутшăнатпăр, республика программи ĕçлет. Çапах та пурнăç çакă çителĕксĕррине кăтартса парать, çавăнпа Президент Правительствăна ку ыйтăва татса парассипе тăтăшах хушма майсем шырама хушрĕ. Кăткăс, тĕплĕн шухăшласа йышăннă Указ çак ĕçĕн тулли пĕтĕмлетĕвĕ пулать те ĕнтĕ. Мĕн парать-ха асăннă Указ; Вăл çамрăк çемьесене пулăшмалли майсене татах та анлăлатать. – Тĕллевсем вĕсем тĕллевсем-ха, çурт-йĕр тăвас ĕçсем мĕнле пыраççĕ; – Çурт-йĕр тăвасси пĕлтĕрхи графикпах пырать. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче 470 пине яхăн тăваткал метр çурт-йĕр хăпартнă. Татах та ытларах тумалла. – Ипотека кредичĕ епле аталанать; – Нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа пурнăçа кĕрет, çынсем хăйсем çуртсем лартаççĕ, хатĕр çуртсене туянаççĕ. Тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ. 1067 тăлăх ача учетра тăрать. Эпир ку енĕпе ирĕк пур 334 ачана çурт-йĕрпе тивĕçтерме шутлатпăр. Ку вăл самай пысăк пулăшу. Саппаса тухнă çар служащийĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программа ĕçлесе каять. Ку енĕпе федераци укçи-тенки килчĕ. Куратпăр ĕнтĕ, программăсен тулли комплексĕ пурнăçа кĕрет. Паллах, эпир ипотека кредичĕн программине аталантарма малашне те пулăшсах пырăпăр .– Хĕле хатĕрленесси еплерех; – Татăклăнах калатăп: хутса ăшăтмалли тапхăр унчченхи çулхисенчен пĕртте япăх иртмĕ. Çакна граждансем хурласа çырни-калани сахаланни те аван çирĕплетет. Маларахри вăхăтра кун пекки нумай пулнăччĕ, халĕ – темиçе тĕслĕх çеç. – Çул-йĕр тăвасси. Тĕп вырăнта мĕн кунта; – Инфраструктура тытăмĕнче çул-йĕр паллă вырăн йышăнать. Лайăх пĕлетпĕр, такăр та тикĕс çулсемсĕр лайăх экономика пулмасть. Республикăра çул-йĕр тăвассине 2025 çулччен аталантармалли программăна йышăнни – тарăн шухăшласа хатĕрленĕ йышăну. 2006 çултанпа республика пĕлтерĕшлĕ çулсене тумалли программа ăнăçлă пурнăçланса пырать. – Таса шыв ыйтăвĕ; – Пурте пĕлетпĕр: шыв çук – пурнăç та çук. Шыв тăсăмĕсене хута янипе эпир районсенче инфраструктура чиккисене чакаратпăр. Пирĕн тĕллевсемпе проектсене Раççейри Регионсен министерствинче ырларĕç, 476 миллион чухлĕ субсиди уйăрса пачĕç. Тĕллев халĕ – проектсене палăртнă вăхăтра пахалăхлă пурнăçласси тата çакăншăн граждансем умĕнче те, Регионсен министерстви умĕнче те тулли явап тытасси. – Çивĕч ыйту – кивĕ çурт-йĕре пăсасси е тĕпрен юсасси. – Раççей Правительствинче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантармалли Фондăн малашлăхĕ пирки нумай калаçаççĕ-тавлашаççĕ. Сăмахсăрах, Фонд ку енĕпе сахал мар витĕм кÿчĕ. Анчах та çак Фондăн ĕçлемелли вăхăтне чакарасси çинчен федераци саккунне йышăнчĕç. Халĕ çак вăхăта тăсас ыйту тăрать. Апла пулсан, бюджетран хушма укçа уйăрма тивет. Эпĕ шутланă тăрăх, ку ыйтăва регионсемпе тата муниципалитетсемпе пĕрле пулнипе татса пама пулĕ. Калăпăр, регионсенче те çавăн пек фондсем йĕркелесен. Кивĕ çуртсене пăсас ыйтусемпе Раççей Правительствин шайĕнчех ĕçлеççĕ. Чăнах та ĕнтĕ, хамăр çĕр-шыв гражданĕсем хăлтăр-халтăр çуртсенче пурăнни пĕртте килĕшÿллĕ мар. – Çул-йĕр фончĕ пирки мĕн каланă пулăттăр; – Çакăн пек фонда йĕркелени, шансах тăратăп, ку ыйтăва ăнăçлă татса пама май парĕ. Çăл куçĕсем те пур – акцизсем, налуксем, ытти тĕллевсемпе тăкаклассинчен уйăракан укçа-тенкĕ. Çул-йĕр валли çитес çул кăçалхинчен 600 миллион тенкĕ ытларах уйăрма пăхнă. Çул-йĕр ыйтăвне хăçан, хăш вăхăтра татса парассине тĕплĕн пĕлтереймĕп, çапах лару-тăру лайăхланасса çирĕп шанатăп. |
|