Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Хĕлхемре» вăй-хала çирĕплетеççĕ

Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕ кăнтăрла та, каçхине те пушă мар. Йывăр атлетикăна, каратэне, бокса, фитнеса кăмăллакансемшĕн кунти алăк ялан уçă.

Акă бокс секцийĕн ĕçне В. Максимовпа В. Гордеев тренерсем йĕркелесе тăраççĕ. Çамрăк спортсменсем республика шайĕнчи ăмăртусене час-часах хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ачасем тренировкăсене графикпа килĕшÿллĕн çÿреççĕ.

Тренажер залĕнче аслăрах классенче вĕренекен арçын ачасене кăна мар, çамрăк каччăсене те курма пулать. Кунти нумай функциллĕ тренажер алă, ура, кăкăр мышцисене çирĕплетме пулăшать. «Чупу çулĕпе» вырăнтах чупатăн. Сĕтел çи теннисĕн ракеткине алла тытакансем те сахалăн мар.

Каратэ секцине кĕçĕн тата аслă ушкăнрисем çÿреççĕ, кĕрешÿ техникине алла илеççĕ ачасем. Фитнеса кăмăллакансем вара – хĕр арăмсем. Аслăрах çулсенчисем те комплекса килсе тĕрлĕ хусканусем тунине пытармалли çук. Кĕрхи каçсем вăрăмланнă май волеболла вылякансен йышĕ те хутшăннă.

Физкультурăпа спорт комплексне çÿрекенсен йышĕ çулсерен ÿсет. Кунта пушă вăхăта усăллă ирттеретĕн тата вăй-хала çирĕплететĕн.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 октября 2011
00:00
Поделиться