Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тунă ĕçсем курăмлă

Элĕк районĕнче юлашки 5 çулта тунă ĕçсем курăмлă. Акă 2009 çулта Элĕк салинче «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕ çĕкленнĕ.

2007 çул тĕлне халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсене – 115 ялпа салана, производство, бюджет сферин объекчĕсене те газификациленĕ. Газ пăрăхĕсен тăршшĕ – 563 километр.

2007-2009 çулсенче 49 километр тăсăлакан 44 автоçул тунă. Выл тата Упаçырми шывĕсем урлă каçакан 2 кĕпер хывнă.

«Таса шыв» республика программипе, парти проекчĕпе килĕшÿллĕн шыв кĕртессипе ĕçленĕ: Мăн Вылă салинче, Атмалкасси, Мăн Тукташ ялĕсенче 11,45 километр; Питĕшкасси, Писĕп, Урпаш ялĕсенче 8,5 километр; Вырăс Сурăм, Самушка, Сатлайка ялĕсенче 8,36 километр; Тимĕрçкасси ялĕнче 2,28; Çулавăç салинче 3,05; Çирĕккасси ялĕнче 3,71 километр.

Пилĕк çул хушшинче нумай хваттерлĕ 5 çурт çĕкленĕ, вĕсенче пурĕ 69 хваттер.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 октября 2011
00:00
Поделиться