Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наци проекчĕ - ĕçре

«Сывлăх» наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсенче медицина оборудованине 75 процент çĕнетнĕ. 2006 çулта кăна 6 единица оборудовани, васкавлă медицина пулăшăвĕ валли ГАЗель маркăллă автомобильсем кирлĕ аппаратурăпа пĕрле 2 единица 3 миллион та 774 пин те 561 тенкĕлĕх илнĕ. 2007 çулта медицина оборудованийĕ тепĕр 2 единица хушăннă. Кусем – цифрăллă флюрограф тата лаборатори оборудованийĕн комплекчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 октября 2011
00:00
Поделиться
;