Строительсем çуртсене çĕнетеççĕ
Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсене комплекслă çĕклес тата тирпей-илем кÿрес енĕпе пилот проектне пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн районта ĕçсем малалла та пыраççĕ. Кăçал Элĕк, Ехремкасси, Шĕмшеш ял тăрăхĕсенче сахал мар ĕç тунă.
Акă Вутлан тата Мăн Ямаш шкулĕсен тăррисене çĕнетсе улăштарнă. Элĕкри иккĕмĕш номерлĕ «Хĕвел» ача-пăча садĕнче пÿлĕмсене юсаса пĕтернĕ. Халĕ унта хушма ушкăнри ачасем çÿреççĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕн çурчĕн тăррине тимĕрпе витесси та анлă сарăлнă. Шĕмшеш салинче культура çуртне, Элеккенушкăнĕнче фельдшер-акушер пункчĕн çуртне юсаса çĕнĕ сăн кĕртессипе те строительсем тимлеççĕ. Вутлан ялĕнчи фельдшер-акушер пункчĕн алăкĕ те кĕç-вĕç уçăлĕ.