Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

РФ президенчĕн премине тивĕçнĕ

Пĕтĕмĕшле тата хушма пĕлÿ паракан учрежденийĕсен вĕрентÿ анлăшне пĕрлĕхлĕ тăвас тĕллевпе Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн центрĕ çултан çул шкулсемпе тачă çыхăну тытать. Ку енĕпе Элĕкри И.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулти «Çамрăк геолог» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ ырă тĕслĕх пулса тăрать. Ăна географи вĕрентекен, пултарулăх центрĕн хушма вĕрентÿ педагогĕ Людмила Петрикова ертсе пырать. Кружока çÿрекенсенчен чылайăшĕ шкултан вĕренсе тухсан геолог, географ, геодезист профессийĕсене суйласа илеççĕ.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне РФ Президенчĕн премине Чăваш енри пултаруллă 60 çамрăк илсе тăрать. Лауреатсен йышĕнче Элĕк шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен, «Çамрăк геолог» вĕренÿ пĕрлешĕвĕн членĕ Ангелина Викторова та пур.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2011
00:00
Поделиться
;