Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрманçăсем конкурсра тупăшнă

Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ 2011 çула Пĕтĕм тĕнчери вăрман çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Тĕнчери вăрман пуянлăхĕпе пĕлсе те тухăçлă усă курма общественноçа анлăрах хутшăнтарас тĕллевпе тĕрлĕрен конкурссемпе ытти мероприятисем ирттереççĕ.

Анчахрах районти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн центрĕ Вăрман çулталăкне халалласа республикăри тĕпчев ĕçĕсемпе проекчĕсен конкурсĕн районти тапхăрĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Конкурс темиçе номинаципе иртнĕ. «Экологи пĕлĕвĕ тата çут çанталăка сыхлас ĕç» номинацире Юнтапа шкулĕнчи Диана Николаевапа Ксения Федотован «Хĕл каçакан кайăксене сыхлатпăр!» проекчĕ чи лайăххи пулнă. Дианăпа Ксения «Çамрăк вăрманçă» вĕренÿ пĕрлешĕвне çÿреççĕ, ăна Э.Афанасьева вĕрентекен ертсе пырать. Иккĕмĕш вырăнта – Питĕшкасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Ираида Михайлован ăсталăхпа тĕпчев ĕçĕ. Вăл Т.Сергеева ертсе пыракан «Çамрăк эколог» кружока çÿрет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 ноября 2011
00:00
Поделиться
;