Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача çураласси ÿснĕ, туй тăвакансем те пур

Юпа уйăхĕнче районта 23 пепке кун çути курнă. 12 арçын ачапа 11 хĕр ача çуралнине регистрацилерĕмĕр. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан çемьесене вун пĕр «кайăк» ытларах вĕçсе килнĕ. Пĕрремĕш ачасем ултă çемьере çуралнă пулсан, 10 çемьере – иккĕмĕш, пилĕк çемьере – виççĕмĕш ачасем кун çути курнă. Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш – пĕрер çемьере.

Вилни çинчен 31 акт çырнă. 2010 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан районта çынсем вилесси чакни палăрать. 19 арçынпа 12 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнине регистрациленĕ. Арçынсем хушшинче вăтам пурăнаслăх 60 çулпа танлашать пулсан, хĕрарăмсен çак кăтарту – 72 çул.

Юпа уйăхĕнче 10 мăшăр пĕрлешнĕ, тăватă çемье арканнă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 ноября 2011
00:00
Поделиться
;