Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лапам илĕртет

Нумаях пулмасть Шĕмшеш шкулĕ умĕнче ача-пăча лапамĕ вырнаçтарса пĕтернĕ. Кунта тĕрлĕ чуччусем, кăмпа, икĕ хутлă теремок ăсталанă. Ачасене валли ятарлă хăйăр купи те пур. Йĕри-тавра картасене те эрешлесе касса тытса тухнă. Çак пархатарлă ĕçе тума укçа-тенкĕ енчен Улăх-Шĕмшеш ялĕнчи Николаевсем, В.Маслов тата С.Волков фермер пулăшнă. Халĕ ачасене вăхăта усăллă та хаваслă ирттерме лапам та пур. Мĕнех калăн, пĕчĕккисемшĕн тăрăшни чăннипех те пархатарлă ĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 ноября 2011
00:00
Поделиться
;