Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çула тикĕслерĕç

Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче (ялта Çĕн урам теççĕ) тахçанах асфальт çул арканнă. Тĕрĕссипе каласан, асфальт çул та мар – вĕтĕ чулсенчен сарнă хытă çул.

Нумаях пулмасть урамра пурăнакансем хăйсен вăйĕпе çак çула танлаштарса тухрĕç. Кирпĕчсемпе вак-тĕвек чулсенчен шăтăксене тултарса çул сарчĕç. Пархатарлă ĕçе чи малтанах Çĕн урамрах пурăнакан Николай Павлов пуçарса ячĕ. Унпа пĕрлех Алексей Тимофеев та хăйĕн мотоблокĕпе ĕçе пикенчĕ. Вĕсенчен Николай Петров та юлмарĕ. Ытти пурăнакансем те ĕçе явăçрĕç. Икĕ мотоблокпа кирпĕчсем турттарса килнĕ тата сарнă çĕрте уйрăмах Лилия Филиппова, Анна Бурмистрова, Ира Павлова, Валентина Яжикова, Нина Гордеева, Любовь Андреева, Елена Дмитриева тимлĕ ĕçлерĕç. Федор Яжиков та хăйĕн килте ăсталанă тракторĕпе ĕçре пысăк пулăшу кÿчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 ноября 2011
00:00
Поделиться
;