Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Социаллă картта ĕçе ансатлатать

Социаллă хÿтлĕх пайĕнче ятарлă карттасемпе тивĕçтересси вăй илсе пырать. Ку тытăмри çĕнĕлĕх пирки районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Галина Михайловнана каласа пама ыйтрăмăр.

– Социаллă картта – электронлă картта вăл. Унти счет çине пенси укçи, пособисем тата ытти тĕрлĕ социаллă тÿлевсем куçараççĕ. Обществăлла транспорт çинче çăмăллăхсемпе усă куракансем çак карттăпа троллейбуссемпе автобуссем çинче, хулаçум автобусĕсемпе çÿренĕ чухне электронлă проездной вырăнне усă курма пултараççĕ. Малашне обществăлла транспорт çинче ятарлă терминалсем вырнаçтарĕç.

– Галина Михайловна, социаллă карттăсене чи малтанах камсем тивĕçеççĕ;

– Карттăна районти тата федераци шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансем тивĕçеççĕ. Кусем ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, реабилитациленĕ çынсем, политика репрессийĕ витĕр тухнисем, «Хисеплĕ донор» ята тивĕçнисем, ялти специалистсем, ача-пăча пособине илекенсем пулма пултараççĕ.

– Районта вĕсен йышĕ сахалах мар пулĕ-ха;

– Районта пурăнакан 6118 çын социаллă карттăпа усă курма ыйтса заявлени çырма пултарать.

– Электронлă карттăпа ăçта усă курма пулать;

– Картта счечĕ çине пенси, пособи укçисем куçнине маларах палăртрăм ĕнтĕ. Кунсăр пуçне перекет банкĕн офисĕнче счет çине укçа хума та пултарать. Çак карттăпа усă курсах банкоматсенчен комисси тÿлевĕсĕрех укçа илме, пĕр-пĕр лавккара тавар туянма та пултарать. Çавăн пекех банкоматсемпе терминалсем урлă коммуналлă пулăшусемшĕн, телефонпа усă курнăшăн тÿлеме, кĕсье телефонĕн номерĕ çине укçа хума та, кредитсем тÿлеме те май пур. Социаллă карттăпа усă курса пенси страхлакан тата пухăнакан пайĕсене пĕлме те, тухтăр патне çырăнма та пулать.

– Социаллă карттăпа ăçта тивĕçтереççĕ;

– Малтанах районти хÿтлĕх пайне килсе çакăн пирки ыйтса заявлени çырмалла. Ăна валли паспорт, медицинан страховани полисĕ, пенси страхланин свидетельстви тата гражданин социаллă пулăшусене тивĕçнине çирĕплетекен документ кирлĕ. Çак заявление эпир Перекет банкĕн уйрăмне çитеретпĕр. Çакăн хыççăн заявлени çырса панă кашни çын валли уйрăм картта хатĕрлеççĕ. Социаллă картта 2014 çулччен вăйра пулать. Хыççăн универсаллă электронлă карттăсемпе тивĕçтереççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 ноября 2011
00:00
Поделиться
;