Хăшĕ ытларах çуралать
Хăш-пĕр çемьесенче тавлашкаласа та илеççĕ: ашшĕне ывăл – ăрата тата çемье йĕркисене малалла тăсакан кирлĕ, амăшĕ вара хитре бантиксемпе кĕпесем янтăланă та хĕр ачана кĕтет.
Çапах та хăшĕ ытларах çуралать-ха: арçын ачасем е хĕр ачасем; Райадминистрацин ЗАГС пайĕ çакна пĕлтерет: арçын ачасем нумайрах çуралаççĕ, çулсерен вăтамран 10-20 ача. Кăтартусем çакăн пек: 2006 çулта – 98 арçын ачапа 76 хĕр ача, 2007 çулта – 110 тата 93, 2008 çулта – 93 тата 91, 2009 çулта – 108 тата 117, 2010 çулта – 104 тата 99, 2011 çулта 78 арçын ачапа 92 хĕр ача.
Тĕрĕссипе, çемьере арçын ача е хĕр ача çурални пĕлтерĕшлех те мар темелле. Ашшĕпе амăшĕшĕн пепке килни пысăк савăнăç мар-и-ха ĕнтĕ;
Вĕсем çут тĕнчене килнĕ тĕпренчĕкне сывлăх, ырă пурнăç, телей сунаççĕ.