Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит - 84,85 миллион тенкĕлĕх

Районта ял хуçалăхне аталантарма кредитсем илесси малалла пырать. Акă кăçалхи 10 уйăхра 84 миллион та 83 пин тенкĕлĕх 564 çăмăллăхлă кредит илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе ытларах Элĕк (хушма хуçалăхсен 48,8 проценчĕ), Крымсарайккă (35,1 процент), Тени (31,7 процент) ял тăрăхĕсенче усă кураççĕ.

Наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа ку енĕпе 354,18 миллион тенкĕлĕх 2,6 кредит илнĕ. Ку вăл хушма хуçалăхсен 29,9 проценчĕ. Кивçен илнĕ укçапа выльăх-чĕрлĕх витисем тунă тата юсанă, пĕчĕк техника, выльăхсем туяннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 ноября 2011
00:00
Поделиться
;