Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Техникăна тĕплĕн вырнаçтарнă

Ял хуçалăх техникине упрас, машина-трактор паркĕсенче йĕрке тăвас тĕллевпе кăçалхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче смотр-конкурс ирттернĕ.

Тĕрĕслÿ çакна кăтартрĕ: техникăна хĕл каçарма лартассипе «Правда», «Алмаз», «Звезда», «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Рабия» хуçалăхсем яваплăха туйса ĕçленĕ. «Звезда», «Новый путь», «Правда», «Алмаз» хуçалăхсенче кăткăс ял хуçалăх техникине витнĕ ангарсене лартнă. «Правда», «Новый путь», «Алмаз» хуçалăхсенче техникăна асфальтласа, бетонласа хытарнă площадкăна вырнаçтарнă. Нумай хуçалăхсенче машина-трактор паркĕсенче йĕрке тăвассипе, тимĕр-тăмăр пухса тирпейлессипе тимленĕ. Техникăна кирлĕ пек упрама лартассипе «Авангард», «Гвардеец» хуçалăхсем, С.Кононовăн хресчен-фермер хуçалăхĕ уйрăмах япăх ĕçленĕ.

Смотр-конкурс кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн комисси «Новый путь» хуçалăха пĕрремĕш, «Правда» хуçалăха – иккĕмĕш, «Алмаз» обществăна виççĕмĕш вырăнсем пама йышăнчĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 ноября 2011
00:00
Поделиться
;