«Ас тăвăма хисеплесе, йăласене упраса»
Кăçал культурăпа искусство ĕçченĕсен Чăваш Республикин Президенчĕн премийĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ конкурсĕ иртнĕ. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин приказĕпе «Ас тăвăма хисеплесе, йăласене упраса» проект конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Проект авторĕ – Элĕкри культурăпа кану центрĕн ертсе пыракан методисчĕ Алина Судман. Вăл кĕске тапхăрта пысăк ĕç туса ирттернĕ. Элĕк тăрăхĕнчен тухнă офицерсене шыраса тĕрлĕ хуласене çитнĕ. Ентешсен аса илĕвĕсене диск çине ÿкернĕ. Хыççăн тĕл пулури самантсене пĕр çĕре пуçтарнă. Çапла вара документлă фильм пулса тухнă. «Ас тăвăма хисеплесе, йăласене упраса» фильма пĕрремĕш хут Элĕкри культурăпа кану центрĕнче ноябрĕн 15-мĕшĕнче кăтартрĕç. Алина Судман методист çĕнĕ ĕçпе сахал мар ĕçлеме тивнине пĕлтерчĕ. Фильма ÿкерме тата кăларма пулăшнă çынсене тав турĕ. Çавăн пекех офицер-ентешсене те ырăпа асăнчĕ. Çĕнĕ фильм шăпах тĕрлĕ çулсенчи офицерсем çинчен каласа парать те.
«Элĕк ачи» ентешлĕх ертÿçи В.Иванов Элĕксем çар çыннисемпе мухтанма пултарнине палăртрĕ. «Ас тăвăма хисеплесе, йăласене упраса» фильма пăхнă хыççăн офицерсемпе пĕрлех курма килнисем сцена ăстисен пултарулăхне сăнаса савăнчĕç. Концертра çарпа патриотизм темипе çыхăннă юрăсем ытларах шăранчĕç.