Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем финалти вăйăсене хутшăнĕç

Республикăра «Шурă ладья» клубĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн çурма финалти вăйăсем иртрĕç. Вăрнар поселокне ноябрĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкартан, Çĕмĕрле районĕнчи Хутар шкулĕнчен тата Элĕк шкулĕнчен çамрăк шахматçăсем килсе çитрĕç.

Ăмăртура командăсем пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Элĕксем ултă очко пухма май пур çĕртен палăртнă чухлех очко илчĕç. Шупашкарта ноябрĕн 22-мĕшĕнче иртекен финалти ăмăртусене хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсем – Элĕк шкулĕнче вĕренекенсем: Максим Николаев (8 «а»), Егор Иванов (8 «а»), Виктор Данилов (8 «а»), Нина Порфирьева (8 «б»), Денис Иванов (4 «в»). Элĕксемпе пĕрле финалта Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра вĕренекенсем вылĕç. Вăрнар районĕнчи Вăрманкас шкулĕ виççĕмĕш вырăна тухрĕ, анчах финала лекеймерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 ноября 2011
00:00
Поделиться
;