Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Комбайнерсене чысланă

«2011 çулхи районти ял хуçалăх отраслĕсенчи малта пыракансене хавхалантарасси» районти тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, кăçалхи тăхăр уйăхри экономикăлла ăмăрту кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

«Новый путь» хуçалăхри Владимир Николаевич Павлов экипажĕ КЗС-1218 комбайнпа 1800 тонна тырă çапса тĕшĕлесе районта пĕрремĕш вырăна йышăнма пултарнă. 1500 тенкĕлĕх хаклă парне панă.

«Правда» обществăри Вячеслав Владимирович Аверкиев экипажĕ те лайăх ĕçленĕ, «Дон-1500» комбайнпа 1420 тонна тырă çапса тĕшĕлесе, районта иккĕмĕш вырăна тухнă. Ăна 1300 тенкĕлĕх парнепе чысланă. «Звезда» хуçалăхри Григорий Порфирьевич Семенов экипажĕ КЗС-812 «Полесье» комбайнпа 1158 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ, районта виççĕмĕш вырăн йышăннă. Парнене тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 ноября 2011
00:00
Поделиться
;