Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксем культура енне туртăнаççĕ

2007 çулта ЧР Президенчĕ «Чăваш Республикинче культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указ кăларнăранпа ялсенчи клуб учрежденийĕсенче культура пурнăçĕнчи çĕнĕ тапхăр пырать. Юнтапари культура учрежденийĕ культурăпа кану центрĕн статусне илнĕренпе виçĕ çул ĕнтĕ. Унăн директорĕпе Л.И. Ивановăпа культура ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçма кăмăл турăмăр.

– Лина Иннокентьевна, халĕ Юнтапари культурăпа кану центрне кĕме питех те кăмăллă. Фойере те, залра та илемлĕ. Кунта темиçе çул каялла йăлтах урăхлаччĕ, сцена та, урай та кивелсе çитнĕччĕ. Юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн улшăну пулнине кашниех асăрханă пулĕ.

– Çапла. Паянхи кун аслăрах çулсенчисем те, çамрăксем те культура учрежденийĕн çуртне тулли кăмăлпа кĕрсе тухаççĕ. Иртни патне таврăнас пулсан, Юнтапари культура çуртне 1972 çулта тунă. Анчах та вăл çулсем иртнĕ çемĕн кивелсе пынă. 2007 çулта вырăнти ял администраци пулăшнипе кунта юсав ĕçĕсем пуçартăмăр: стенасене якатса сăрларăмăр, çĕнĕ алăксем вырнаçтартăмăр, ытти ĕçсене те пурнăçларăмăр. 2008 çулта Чăваш Республикин культура министерстви финанс енчен пулăшу кÿнĕрен юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçлерĕмĕр. Çав çулхинех культурăпа кану центрне савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Мероприятие ЧР культурин, национальноçсен, информаци политикипе архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Татьяна Казакова хутшăнни те хавхалану хушрĕ.

– Культура çурчĕ çĕнелнĕренпе хăвăр ĕçре улшăнусем тума май килчĕ-и;

– Ялти кашни çын культура çуртне килсе канма май туптăр тесе тăрăшатпăр. Культурăпа кану центрĕн статусне илнĕренпе тÿлевлĕ пулăшу кÿресси палăрмаллах ÿсрĕ. Пире çутăпа сасă вăйлатакан аппаратура 245 пин тенкĕлĕх пани мероприятисен пахалăхне лайăхлатма пулăшрĕ. Çавăнпах дискотекăсене çывăхри ялсенчи çамрăксем кăна мар, кÿршĕллĕ районсенчен те килсе çÿреме пуçларĕç. Кружоксен хисепне те ÿстерме пултартăмăр. Хальхи вăхăтра культурăпа кану центрĕ çумĕнче 15 кружок ĕçлет, вĕсенчен 5-шĕ 14 çула çитмен ачасем валли. Чи савăнтараканни – ачисемпе пĕрле амăшĕсем килни. Çамрăксем культура енне туртăнма пуçланине те палăртмалла. Вĕсем хăйсен пушă вăхăтне усăллă ирттересшĕн.

– Халăха хăвăр пата мĕнпе илĕртетĕр;

– Культурăпа кану ĕçне тĕрлĕ формăсемпе жанрсем кĕртнĕ май халăх кăмăлне тивĕçтерекен мероприятисем час-часах ирттересси йăлана кĕчĕ. Кусем – уяв концерчĕсем, фестивальсемпе конкурссем, кану каçĕсем, тĕл пулусем. Кашни концертра залра аншлаг. Мероприятисен формине çĕнетес тĕллеве пăрахăçламастпăр, культурăпа кану центрне ял çыннисене малашне татах та ытларах явăçтарма шутлатпăр.

Юлашки вăхăтра Вăрнар, Куславкка, Красноармейски районĕсенчи культура ĕçченĕсемпе çыхăну йĕркелесе ятăмăр, çавна май пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр. Пирĕн вокал коллективĕ Куславкка районĕнче иртекен «Капустник» фестивале çулсерен хутшăнать.

Организацисемпе те çыхăнса ĕçлетпĕр. Юнтапари культурăпа кану центрĕ хăйĕн патне интереслĕ çынсене, депутатсен ушкăнне, обществăлла актива, хĕрарăмсен канашне, учительсемпе сывлăх ĕçченĕсене пуçтарать.

– Кружоксем пуррине, тĕрлĕрен мероприятисем ирттернине ырламалла. Учреждени çумĕнче пĕр-пĕр ушкăн йĕркелеме пултартăр-и;

– Культурăпа кану центрĕ çумĕнче «Шурă акăш» вокал коллективĕ пур. Унăн ертÿçи пысăк опыт пухнă Вениамин Иванов. Культура ĕçĕнчи стажĕ – çирĕм çичĕ çул. Вăл пуçарнипе вокалпа инструментсен ансамблĕ йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра «Аса ил» ушкăн республикăри районсем тăрăх гастрольпе çÿрет. Ку ушкăн юрăçисем вырăнти поэтăн тата композиторăн Иван Родионовăн автор юррисене шăрантараççĕ. Çамрăк хăй те концертсене хутшăнать, юрăсем юрлать.

Сцена çине пĕр-пĕр спектакль кăларассипе ĕçлетпĕр. Республикăри пултарулăх ушкăнĕсемпе çыхăну тытатпăр. Чăваш эстрада юрăçисем – пирĕн хăнасем.

– Тĕрлĕ мероприятисем ирттернипе укçа-тенкĕ пухăнать-и;

– Юлашки виçĕ çулта хамăр вăйпа 150 пин тенкĕ турăмăр. Çак укçапа синтезатор, гитара, видеокамера тата ытти япаласем туянтăмăр. Спонсор пулăшăвĕпе телевизор тата сĕтел-пукан илтĕмĕр. Район администрацийĕ вара баянпа хуткупăс парнелерĕ. Октябрь уйăхĕнче хамăр статуса улăштартăмăр, юридици сăн-сăпатне илтĕмĕр, муниципаллă бюджет культура организацийĕ пулса тăтăмăр. Çавна май ял тăрăхĕнчи пур клуба хамăр пата пĕрлештертĕмĕр.

– Тĕллевсене уçса параймăр-ши;

– Çамрăк талантсене аранжировка туса парасси, ача-пăча инструментсен ансамбльне тăвасси, вырăнти студире сасă çырассине йĕркелесси тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 ноября 2011
00:00
Поделиться
;