Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш Сурăм шкулĕ - 150 çулта

Кашни шкулăн – хăйĕн историйĕ, хăйĕн шăпи. Акă Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул та 150 çул тултарчĕ. Çак ятпа кунта шкултан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем тата вĕсене вĕрентекенсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Пухăннисене юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев, унăн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев, Муркашри чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ Н.Ванеркин, тĕрлĕ çулсенче Муркаш, Етĕрне районĕсенче яваплă вырăнсенче вăй хунă Л.С.Софронов (Шуркассинчен), Чăваш ял хуçалăх академийĕн инженери факультечĕн деканĕ Е.Максимов, «Новый путь» хуçалăх ертÿçи И.Игнатьев, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Павлов, шкул директорĕ Н.Давыдова тата ыттисем саламларĕç.

Çак шкулта 30 çул ачасене вĕрентнĕ, хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тăрăшакан Л.Ефимов профессорăн шкул пурнăçĕпе çыхăннă çĕнĕ кĕнекипе паллашрĕç. Ку çеç те мар-ха: кашни класс хăйсен предмечĕсемпе куравсем йĕркеленĕ, концерт программисем хатĕрленĕ. Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пурне те хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Килнĕ хăнасем асăнмалăх парнесем пачĕç.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 ноября 2011
00:00
Поделиться