Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Малашлăх аталанупа çыхăннă

Районта Элĕк Ене 2020 çулччен аталантарассипе социаллă-экономикăллă стратегие çирĕплетнĕ. Ку документра района аталантармалли приоритетлă çул-йĕре тата малашнехи задачăсене те палăртнă.Стратегие ăнăçлă пурнăçламалли тĕп индикаторсем – çын потенциалне аталантармалли индекса, çын ĕмĕрне чылай вăрăмлатасси.

Малтанлăха палăртнă тăрăх кашни çын пуçне тивĕçекен укçа-тенкĕ тупăшĕ, 2007 çулхипе танлаштарсан, 5,5 хут ÿсмелле, 13850 тенке çитмелле, çав вăхăтрах пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çынсен тÿпи 4 процент таран сахалланмалла. Районта инвестици климачĕ ăнăçлă пулĕ. Экономика ял хуçалăх отраслĕнче, ял хуçалăх продукцине тирпейленинче никĕсленет.

Районти çĕнĕ отрасле – сурăх ĕрчетессине вăйлатассипе ĕçсем пырĕç. «Золотое Руно» фирма 2010 çулта Эдильбаевски ăратлă 206 сурăх илнĕ. Çулталăкра выльăхсен йышĕ 100 пуç ÿснĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине – пысăк тимлĕх. 6 пин пуç сысна ĕрчетмелли комплекс çĕклеме планланă. Инвесторĕ – «Элĕк «Агрокомплекс» общество.

Элĕк Ен территорийĕнче, Смородино, Торпкасси, Анаткас ялĕсем çывăхĕнче, çутăрах тата хĕрлĕ тăм пурри паллă. Вĕсене промышленноç енĕпе тирпейлеме май пур. Хальхи вăхăтра ку ĕçе пуçăнма инвесторсем шырассипе ĕçсем пыраççĕ.

2020 çулта, 2007 çулхипе танлаштарсан, пысăк çитĕнÿ пулмалла. Продукцие тирпейлесе ăсатассин калăпăшĕ 6 хут ÿсмелле. Ял хуçалăх продукцийĕн виçи 3,2 хут хăпармалла. Пурăнмалли çурт-йĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ, кашни çын пуçне илсен, 1,5 хут ÿсмелле, 33,9 тăваткал метрпа танлашмалла. Хытарнă автомобиль çулĕсен уделнăй виçи 100 процент пулать.

Промышленноçа тата предпринимательствăна аталантарас, пысăк, вăтам, пĕчĕк предприятисемпе тата предпринимательсемпе ĕçлĕ çыхăнăва вăйлатас, промышленноçа аталантарассипе комплекслă программăсем тăвас, çĕнĕ технологисем енĕпе çыхăнса ĕçлес тĕллевпе пирĕн район тата Канаш хулин администрацийĕсем килĕшÿ тунă.

Хальхи вăхăтра хытă йăла каяшĕсене вырнаçтарассипе çивĕч ыйту тăрать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчи свалка санитарипе эпидемиологи тата экологи ыйтăвĕсене тивĕçтереймест. Çÿп-çап турттарса пымалли ку чухнехи çĕнĕ станци кирлех. Пĕлтĕрхи тата кăçалхи ку таранчченхи пĕтĕмлетÿсем районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн стратегийĕн тĕллевĕсемпе задачисем пурнăçланса пынине кăтартаççĕ. Ĕç укçи ÿссе пырать – 184 процент. Ĕçсĕрлĕхе регистрациленин шайĕ – 0,74 процент. Кашни çын пуçне тивекен пурăнмалли вырăнсен лаптăкĕ пысăкланса пырать. Иртнĕ çул вĕçĕнче ку кăтарту 25,5 тăваткал метрпа танлашнă. 1-6 çулсенчи мĕн-пур ачасен 50 проценчĕ ытла шкул çулне çитейменнисен вĕрентÿ учрежденийĕсене çÿрет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 ноября 2011
00:00
Поделиться
;