Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ĕç пурнăçланă

Районта территорие тирпей-илем кĕртес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал шыв кÿлленчĕкĕсене тасатассипе, шахтлă çăлсене юсаса йĕркене кĕртессипе активлă ĕçленĕ. Пĕтĕмпе 12 шыв кÿлленчĕкне тасатса юсанă, çавăн пекех 20 çăла, 50 çул куçа çĕнетнĕ.

Кăçалхи тăхăр уйăхра 2829 йывăç, 1013 тĕм лартнă, 6 пĕчĕк архитектура формине, çав шутра ачасен икĕ вăйă комплексне тунă, 2500 тăваткал метр çине чечек клумбисене вырнаçтарнă. Çÿп-çап тăкмалли килĕшÿсĕр вырăнсене 69 пĕтернĕ, 311 тонна çÿп-çап тасатса турттарса тухнă. Ял тăрăхĕсенче масарсене тирпей-илем кÿрессипе ĕçленĕ: субботниксем ирттернĕ, картасене çĕнетнĕ, типнĕ йывăçсене каснă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 ноября 2011
00:00
Поделиться
;