Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Реанимации уйрăмĕ çĕнелчĕ

Авăн-чÿк уйăхĕсенче Элĕкри тĕп больницăра реанимации уйрăмне юсаса çĕнетрĕç. Халĕ кунта питĕ илемлĕ, çутă. Савăнăçлă лару-тăрура çĕнелнĕ уйрăм уçăлнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев саламларĕ. Больницăн тĕп врачĕ Анатолий Платонов коллектива ăнăçу сунчĕ.

Çĕнелнĕ пÿлĕмсенче кирлĕ оборудовании пĕтĕмпех пур. Пĕлтĕр кăна акă çĕнĕ  наркоз аппаратне илсе лартнă. Йывăр чирлисене валли виçĕ кравать тата икĕ реанимации пÿлĕмĕ пур. Пĕтĕмпе ку уйрăмра хальлĕхе пĕр врач, ултă медсестра тата пилĕк санитарка тăрăшаççĕ.

Элĕкре реанимации уйрăмĕ уçăлнăранпа кăçал вун пĕр çул çитрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 ноября 2011
16:48
Поделиться