Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шăпăр-кĕсле, ай, вылярĕ

Нумаях пулмасть Элĕк районĕнчи Тени ялĕнче Чăваш Ен Президенчĕн культурăпа искусство тытăмĕнчи кăçалхи грантсен уçă конкурсĕн çĕнтерÿçĕ проектăн - «Шăпăр-кĕсле, ай, вылять...» /республика Халăх пултарулăх çурчĕ хатĕрленĕ/ - презентацийĕ иртнĕ.

Проекта чăваш халăх музыка инструменчĕсене упраса хăварас тата халăхра сарас тĕлĕшпе ĕçлекен культурăпа кану учрежденийĕсен, халăх культурин центрĕсен, фольклорпа ремесла çурчĕсен, инструментсем ăсталакансен тата ыттисен пĕрлехи вăйĕпе пурнăçланă. Çак ĕçре çавăн пекех Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн, филармонин, Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусствисен шкулĕн, тĕп хулари Ачасемпе çамрăксен керменĕн, Красноармейски районĕнчи пултарулăх çурчĕн тÿпи те пур.

Презентаци вăхăтĕнче филармонин музыкăпа театрализациленĕ «Авалхи сас» программин сценисене кăтартнă.

Красноармейскинчи халăх пултарулăх çуртĕнчи хут купăсçăсен ансамблĕн ертÿçи Николай Никоноров купăса чуна пырса тивмелле каланă. Вăл çавăн пекех куравçăсене шăпăр сассине янраттарса та тĕлĕнтернĕ.

«Тăван тăрăхри музыка инструменчĕсем» мультимедиа пособийĕпе Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусствăсен шкулĕн преподавателĕсем Ирина Андрбаева тата Ирина Карасева паллаштарнă.

Проекта илем, чун кÿрекенĕ халĕччен ниçта та кăтартман «Чăваш халăх музыка инструменчĕсем - живопиçре» курав пулнă. Ăна ÿнер музейĕн фондĕнчи картинăсен репродукцийĕсенчен хатĕрленĕ.

Пантелеймон Николаев хăй ăсталанă музыка хатĕрĕсене илсе пынă тата мастер-класс та ирттернĕ.

Хальхи вăхăтри музыка хатĕрĕсем, паллах, авалхи инструментсенчен уйрăларах тăраççĕ. Ĕмĕрсем иртнĕ май çак ĕçе çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ. Кашни ăстан хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур, çавăнпа та вăл е ку музыка хатĕрĕ «чи тĕрĕсси» теме те иккĕленмелле. Апла пулин те çакнашкал проектсем кун çути курни питĕ пархатарлă.



"Хыпар"
25 ноября 2011
00:00
Поделиться
;