Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем ташăра маттур

Нумаях пулмасть ачасен искусство шкулĕнче хореографи уйрăмĕнче вĕренекенсен автор ташшисен иккĕмĕш конкурсĕ иртнĕ. Программăра ку чухнехи 12 ташă пулнă. Конкурса аслă классенче вĕренекенсем хутшăннă. Тăваттăмĕшсем – класри Милина Филиппова хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле 3 ташă лартнă. Лилия Иванова «Хаваслă пăрăнтăксем» ташша ташланă хыççăн пурте мультфильмсен тĕнчине çул тытнă. Маша Данилова «Банана анне» ташша кăтартнă. Тăваттăмĕш класри Надежда Федорова «Хĕр-туссен тĕл пулăвĕ» ташша лартнă.

«Формейшн» номинацире Милина Филиппова çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Надежда Федорова. Виççĕмĕш вырăна Алена Андреевăпа Елена Григорьева пайланă. «Соло» номинацире пĕрремĕшĕ – Лилия Иванова, иккĕмĕш вырăнта – Ирина Порфирьева, Маша Даниловăпа Даша Леонтьева – виççĕмĕшсем.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 ноября 2011
00:00
Поделиться
;