Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Петуховсем - çĕнтерÿçĕсем

Вырăс драма театрĕнче «Çамрăк çемье-2011» конкурс çĕнтерÿçисен чыславĕ иртнĕ. Кăçал республикăри тĕрлĕ районпа хуларан 144 çемье тупăшма кăмăл тунă. Финала 28-шĕ тухнă. Вĕсене тĕрлĕ номинацире чысланă.

«Çамрăк çемье-2011» конкурс çĕнтерÿçи Элĕк районĕнчи Ехремкассинчи Петуховсен çемйи пулса тăнă. Çемье пуçĕ Сергей Петухов Ехремкасси шкулĕнче географи тата технологи учителĕнче ĕçленĕ. Унтан Элĕк шкулĕнче социаллă педагогра тимленĕ. 2010 çулхи ноябрьтен Тавăт шкулĕн директорĕ. Унăн мăшăрĕ Татьяна Петухова Элĕк шкулĕнче вăй хурать.

Сергей Владимировичпа Татьяна Германовна хĕрпе ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Петуховсен çемйинче туслăх, ăш пиллĕх, ăнлану хуçаланаççĕ



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 ноября 2011
00:00
Поделиться
;