Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕç

Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен XIV Спартакиадин «Шурă ладья» шахмат вăййисем вĕçленчĕç. Вулакансем Элĕк районĕн команди Кÿкеçри зонăри ăмăртура тата Вăрнарта иртнĕ çурма финалта çĕнтерÿçĕ пулса тăнине пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулин шашкăпа шахмат клубĕнче Элĕксемпе пĕрле Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ хулисен, Канаш, Хĕрлĕ Чутай тата Красноармейски районĕсенчи çамрăк шахматçăсем финалти ăмăртусене пухăнчĕç. Унта кашни команда пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕ, пурĕ 6 тур иртрĕ. Шел пулин те, Элĕксем ку хутĕнче çĕнтерÿçĕ пулаймарĕç, çапах та виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç.

Çитĕнĕве туптанă çамрăк шахматçăсем çаксем: Максим Николаев, Егор Иванов, Виктор Данилов, Нина Порфирьева, Николай Ананьев. Вĕсем пурте Элĕк шкулĕнче вĕренеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 ноября 2011
00:00
Поделиться
;