Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чиркÿ – çынсемшĕн, вĕсен ырлăхĕшĕн

Районти «Пурнăç çулĕпе» хаçатăн тĕп редакторĕ Ю.Л.Корнилов Ураскилтри Тасаран та таса Турамăшĕ çуралнă ятпа тăракан чиркÿ настоятелĕпе Александр протоиерейпа тĕл пулса калаçнă.

– Ураскилт чиркĕвĕ – районта чи пысăккисенчен пĕри, унта яланах çынсем нумайăн çÿреççĕ. Мĕншĕн-ха прихожансем шăпах Тасаран та таса Турамăшĕ çуралнипе тăракан чиркĕве суйласа илеççĕ;

– Паллах, ку ыйтăва прихожансем хăйсем хуравланă пулĕччĕç. Куна пирĕн чиркÿ районта чи ваттисенчен пĕри пулнипе ăнлантарма пулать. Турă çурчĕ çутă та аслă, унта ирĕклĕнех çÿреме пулать, вăл нумай халăха йышăнать, службăсем ирттерме меллĕ.

– Эсир 2000 çулта Ураскилт чиркĕвĕнче ĕçлеме тытăниччен Етĕрне районĕнчи Етĕрне салинчи Турамăшĕн «Знамение» турăшĕ ячĕпе лартнă чиркÿре службăра пулнă вĕт-ха;

– 1993 çулта шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетне кĕтĕм. 1996 çулта Шупашкар епархийĕн православи тĕнĕн училищинче вĕренме тытăнтăм. 1998 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче Шупашкар тата Чăваш архиепископĕ Варнава диакон санне пехиллерĕ. Вăлах октябрĕн 28-мĕшĕнче иерей санне пачĕ те мана Етĕрне районĕнчи Етĕрне салинчи чиркÿ настоятелĕ пулма ячĕ. 2000 çулта Ураскилт чиркĕвĕн настоятелĕ пулма çирĕплетрĕç.

2001-2008 çулсенче куçăмсăр йĕркепе Чулхулари духовнăй семинарире вĕрентĕм. Служба ирттернĕ тапхăрта 2001 çулта набедренникпа, тепĕр çулхине камилавкăпа, 2006 çулта пÿрнене тăхăнтартмалли ылтăн хĕреспе чысларĕç. 2008 çулхи сентябрьте протоиерей санне тивĕçрĕм.

– Чылайăшĕ чиркÿ патшалăхран уйрăлнă, тесе калаççĕ. Эсир кун пирки мĕнлерех шутлатăр;

– Чиркÿ патшалăхран уйрăм тăма пултараймасть, вăл унăн чысĕпе совеçĕ пулма тивĕçлĕ. Хăй вăхăтĕнче çынсене Турă çуртĕнчен хăвалани, халăхăн тĕн тавракурăмĕ чакни япăх пулăмсем патне илсе пычĕ. Чиркÿ-Аннемĕр вара çынсен чун тасалăхне чечекленме пулăшать, ырăлăх, çепĕçлĕх патне илсе пырать, пĕрне пĕри тата çĕр-шывăмăра юратма чĕнет, халăха пĕрлештерет.

– Чиркÿ çитес вăхăтри суйлав пирки мĕн шутлать;

– Священниксемпе манахсем тата хамăр çĕр-шывăн мĕнпур гражданĕсем вăрттăн сасăласа хăйсен политикăри позицине палăртаççĕ. Православи тĕнне ĕненекенсем сасăлава туллин хутшăнма пултараççĕ.

Вырăс Чиркĕвĕ çакна палăртать: чиркÿ политика организацийĕсемпе е уйрăм политиксемпе çыхăну тытни çынсен, халăхсен ырлăхĕшĕн пулмалла, обществăра тăнăçлăхпа килĕшÿлĕхе йĕркелеме пулăшмалла.

«Раççей гражданинĕ пулнă май, эпĕ суйлава хутшăнни пурнăçри чи кирлĕ позици тесе шутлатăп, хамăрăн тăван çĕр-шывăмăр – Раççей суйласа илнĕ аталану çул-йĕрне тытса пыма калатăп. Халăхăн вăйĕпе унăн малашлăхĕ – Раççей пĕрлĕхĕнче».

– Декабрьте чиркÿ темиçе уява паллă тăвать.

– Çапла, декабрĕн 4-мĕшĕнче Православи Чиркĕвĕ Тасаран та таса Турамăшне чиркĕве илсе кĕртнине паллă тăвать. Декабрĕн 19-мĕшĕ – Тĕлĕнтермĕшсем тăвакан Николай святитель кунĕ. Самантпа усă курса, прихожансене уяв кунĕсенче иртекен службăсене килме чĕнетĕп.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 ноября 2011
00:00
Поделиться
;