Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сывлăхран хакли çук

Чÿк уйăхĕн çирĕм тăваттăмĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕнче «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцин районти тапхăрĕ иртрĕ. Унта агитаципе сцена бригадисем хутшăнчĕç. «Сыввисен пĕтĕмпех йĕркеллĕ» ятпа иртнĕ конкурса пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 12 шкулти вун виçĕ агитбригада хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Мероприятие хутшăннă çамрăксем хăйсен ăсталăхĕпе чăннипех те палăрчĕç. Вутланти тулли мар вăтам шкулăн команди жюри членĕсене те, пухăннисене те сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытнипе тĕлĕнтерчĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăна тухма тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăнта Элĕкри вăтам шкулти «Бригада» ушкăн. Чăваш Сурăмĕнчи шкул ачисем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Конкурса хутшăннисенчен кашниех çыншăн сывлăх пурнăçра пĕлтерĕшли пулнине çирĕплетрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 ноября 2011
00:00
Поделиться
;