Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çула юртан тасатаççĕ

Кăçал хĕл часах ларчĕ. Урамсене юр тултарса лартрĕ. Çавна май тухса çÿреме те йывăрланчĕ. Асфальт сарнă урамсенче пурăнма çăмăлтарах. Ĕлĕкрех лашасемпе çÿресе çула якатнă пулсан, халĕ янаварсем питех курăнмаççĕ ĕнтĕ. «Хурçă утсем» çине ытларах шанăç.

Тÿрех калатăп, кăçал çулсене хырса тасатассипе пирĕн тăрăхра питех те лайăх ĕçлеççĕ. Ураскилтри аслă та вăрăм урамри çула кăна мар, пирĕн Октябрьски урама та трактор çитрĕ. Юра хырса çула якатса панăшăн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Ватăсем те тухса çÿреме пуçларĕç. Эпĕ те хаваспах лавккана кайса килтĕм. Любовь Филиппова пенсионерка та савăнăçне пытараймарĕ.

– Тавтапуçах ял тăрăхĕн пуçлăхне çул уçтарассине йĕркеленĕшĕн. Яка çулпа больницăна, чиркĕве çÿремешкĕн те аван, – терĕ вăл ял тăрăхĕн пуçлăхне Э.Козлова ырласа.

Çак кунсенче те çил-тăманĕ çавăрттарсах тăчĕ. Çула çийĕнчех уçни вара ял çыннисемшĕн тăрăшниех.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 декабря 2011
00:00
Поделиться
;