Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем – пултарулăх çăл куçĕсем

И.Я. Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта ачасен «Пултарулăх çăл куçĕ» поэзии фестивалĕ иртнĕ. Программăн пĕрремĕш пайĕнче виçĕ номинаципе конкурссем пулнă. Ачасен пултарулăхне жюри тĕрлĕ виçесемпе хакланă. Пирвайхи конкурса 11 шкулти 11 вĕренекен хутшăннă, кунта Йăлкăш шкулĕнчи 5-мĕш класри Евгений Свистков çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Тавăт шкулĕнчи 8-мĕш класри Анастасия Куликовăпа Чăваш Сурăм шкулĕнчи 5-мĕш класри Оля Егорова.

«Чăваш авторĕсен хайлавĕсене илемлĕ вуласси» конкурсра Чăваш Сурăмĕнчи 11-мĕш класри Оля Соловьева çĕнтернĕ, Питĕшкасси тата Элĕк шкулĕсенчи Марина Никоноровăпа Екатерина Никитина – призерсем.

Виççĕмĕш конкурсра Вутлан шкулĕнчи Ольга Ильина хăй хайланă сăввап питех те хавхаланса вуласа панă. Мăн Ямаш тата Элĕк шкулĕсенчи Ирина Максимовăпа Татьяна Рожкова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 декабря 2011
00:00
Поделиться
;