Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ай, юрлар-и...

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн концерт залĕнче халăх юррисен регионсем хушшинчи «Ай, юрлар-и...» конкурсĕ иртнĕ. Ăна, йăлана кĕнĕ тăрăх, чăваш халăх юррисене пухакан тата юрлакан Ираида Вдовина ячĕпе йĕреклеççĕ. Унта Чăваш Республикинчи, Тутарстанри тата Самар облаçĕнчи 36 юрăç Хутшăннă. Пирĕн районтан «Ай, юрлар-и...» фестивальте «Валинкке» халăх фольклор ансамблĕн солисчĕсем - Çирĕккассинчи Нина Андреева, Шафранчăкри Николай Васильев тата Юнтапари Галина Краснова пулнă.

Жюри элĕксен пултарулăхне пысăк хак панă. Нина Андреевăпа Николай Васильев пĕрремĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ, Галина Краснова вара иккĕмĕш вырăна йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 декабря 2011
00:00
Поделиться
;