Шкул автобусĕпе тивĕçтернĕ
Элĕк районĕнче шкул автобусĕн çĕнĕ маршручĕ уçăлчĕ. Çирĕккассинчи ачасем малашне пĕр чăрмавсăрах Мăн Вылăра вырнаçнă шкула çитесси иккĕлентермест. Асăннă ялсем хушшинче виçĕ çухрăмран ытла мар-ха. Аслă классенче вĕренекенсем выля-выля утнă пулсан, кĕçĕннисемшĕн йывăрлăх кăларса тăратнах вăл. Юрлă-çумăрлă çанталăкра самаях чăтма тивнĕ вĕсене. Çавăнпа та пĕчĕк ачасен ашшĕ-амăшĕсем пĕрре мар шкул автобусне çÿретес ыйтăва хускатнă.
Паянхи куна районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 10 шкулти вĕренекенсене 17 шкул автобусĕ турттарать. 72 ялти 760 ача куллен çăмăллăхпа усă курать. Нумаях пулмасть вĕсен çумне тепĕр 20 вĕренекен хутшăнчĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета