Çитес çулхи бюджета йышăнчĕç
Район администрацийĕнче депутатсен Пухăвĕн пиллĕкмĕш суйлаври черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ăна Пуху председателĕ В.Дубинин ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ çичĕ ыйту пăхса тухрĕç.Чи малтанах район Уставне улшăнусемпе хушусем кĕртрĕç. Районăн кăçалхи 9 уйăхри муниципаллă бюджетне пурнăçлани çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕн çумĕ В.Михайлова каласа пачĕ.
Хыççăн халăх суйлавçисем районăн 2012 çулхи бюджечĕн проектне пăхса тухрĕç. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕн çумĕ В.Михайлова бюджетăн тĕп параметрĕсемпе паллаштарчĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх çитес çулхи бюджетăн тупăшĕ 181839,7 пин, çав шутран харпăр хăй тупăшĕ 34360,3 пин тенкĕпе танлашмалла. Раççей Федерацийĕн бюджет тытăмĕнчи урăх бюджетсенчен килекен тавăрса памалла мар сумма 147479,4 пин тенкĕ пăхса хăварнă. 2012 çулта район бюджечĕн тăкакĕсене 184375,7 пин тенкĕлĕх планланă. Бюджетăн тăкаксен структуринче социаллă-культурăллă политика сферинче бюджет обязательствисене финанс енĕпе тивĕçтересси тĕп вырăнта, 128257,5 пин тенкĕлĕх ( пĕтĕм тăкаксен калăпăшĕн 69,6 проценчĕ), çав шутран вĕрентÿ енĕпе 116451,9 пин тенкĕ (63,2 процент), культурăпа кинематографи – 8684,5 пин тенкĕ е 4,7 процент, социаллă политика – 2981,1 пин тенкĕ е 1,6 процент. Бюджет дефицитне 2536,0 пин тенкĕлĕх пăхнă.
Депутатсем çитес çулхи бюджета пĕр саслăн йышăнчĕç.
Çавăн пекех районăн муниципаллă пурлăхне Элĕк ял тăрăхне парасси пирки пăхса тухрĕç. Район прокурорĕ коррупцие пĕтерес енĕпе ĕçлени çинчен каласа панине итлерĕç. В.Шоркин прокурор район администрацийĕнче тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн тупса палăртнă çитменлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. «Элĕк районĕн Хисеплĕ гражданинĕ çинчен» положение çирĕплетрĕç.
Ларура яланхи пекех Николай Сергеевпа Юрий Харитонов депутатсем активлăхпа палăрчĕç. Вĕсем пуринчен те ытларах ыйтусем çĕклерĕç. С.Васильев депутат та хăш-пĕр ыйту хускатрĕ. Депутатсенчен нумайăшĕ вара çăвара шыв сыпнă пек ларчĕç. Халăх тарçисене нивушлĕ нимĕн те интереслентермест-ши;