Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хоккей формисем парнеленĕ

Тавăтри вăтам шкулта вĕренекенсем тахçанах çĕнĕ хоккей форми пирки ĕмĕтленнĕ. Иртнĕ çул вара район администрацийĕн пуçлăхĕнчен çавна туянма пулăшу ыйтнă.

Ку шкулта ачасен сывлăхне конькипе ярăнса çирĕплетессине лайăх йĕркеленĕ. Çав тĕллевпе Тавăт ялĕнче пĕлтĕрех хоккей площадкине уçнă. Çавăнта занятисем иртеççĕ те.

Халĕ Тавăт шкулĕнче вĕренекенсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă ĕнтĕ. Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Читнаев шкул ачисене çĕнĕ хоккей формисем 12 штук парнеленĕ. Парнене вара вăхăтра тивĕçнĕ вĕренекенсем. Халĕ физкультура урокĕсем урамра иртеççĕ. Çĕнĕ хоккей формисем тата хăвăртрах ярăнас туйăм ачасен кăмăлне çĕклеççĕ. Физкультура урокĕнче кăна мар, ăмăртăва хатĕрленнĕ чухне те хоккей формипе усă кураççĕ.

Леонид Анатольевич, ачасене парне панă май, пурне те çирĕп сывлăх, вĕренÿре ÿсĕмсем тума, хоккей турнирĕсенче лайăх кăтартусемпе палăрма ырă суннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 декабря 2011
00:00
Поделиться
;