Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лайăхрах тăрăшмалла

Михаил Игнатьев Президент вырсарни кунри сасăлав хыççăн вăраха ямасăр журналистсемпе курнăçрĕ, суйлава пĕтĕмлетрĕ, хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерчĕ. Калаçăва республика пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Енĕн унчченхи парламенчĕн спикерĕ Михаил Михайловский те хутшăнчĕ.

Хăйĕн сăмахне Президент суйлавçăсене тав тунинчен пуçларĕ. Унтан сасăлав кăтартăвĕсем çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Активлăхпа палăрнисем – тăвайсем, вĕсен районĕнчи кăтарту 91,2 : яхăнах. Пĕтĕмĕшле илсен, процентсемпе эпир Атăлçи округĕнче 7-мĕш вырăнта, Раççейре – 44-мĕшĕнче.

Михаил Васильевич «Пĕрлĕхлĕ Раççей» кăтартăвĕсем çине пусăм турĕ. «Упасемшĕн» шăмăршăсем – 70,4, тăвайсем – 67,36, патăръелсем – 64,99 : сасăланă. «Ертсе пыракан парти хăйĕн позицийĕсене çирĕплетни куç кĕрет», – терĕ Президент.

Михаил Михайловский « Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕнчи кăтартусемпе кăмăллă. Пĕр мандатлă округсенчен 18 депутат пуласса шаннă, чăннипе вара –21. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» йышĕ Чăваш Ен парламенчĕн 3Ÿ4 пайĕпе танлашĕ.

Журналистсем суйлав кăтартăвĕсем кадрсен ыйтăвне витĕм кÿме пултарассипе кăсăкланчĕç. Михаил Васильевич айăплисене шырама, уйрăм хушаматсем асăнма васкамарĕ.

Дума депутачĕсен суйлавĕн списокĕнче Михаил Игнатьев 1-мĕш номер пулнине кура ыйту пачĕç: Думăна каятăр е çук; Паллах, каймасть. Пĕрремĕш пирки каланă май Михаил Васильевич çакна Раççей ертÿçисем хăйне шаннипе ăнлантарчĕ. Тата – республикăра пурăнакансем шанни.

Парламент тилхепине тытса пынă çулсене пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Алексеевич ĕçпе кăмăллă пулнине, çав вăхăтрах пур енĕпе те кăмăллă пулма май çуккине палăртрĕ. «Юлашки вунă çул хушшинче эпир йышăннă пĕр саккуна та Президент çĕнĕрен хатĕрлеме тавăрса паманни тĕп кăтарту», – терĕ вăл.

Республика ертÿçисенчен Думăна Чăваш Енрен суйланнă ытти фракцири депутатсемпе пĕрле ĕçлесси пирки ыйтрĕç. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсене эпĕ çирĕп шанатăп, – терĕ Михаил Игнатьев. – Шел пулин те Шурчановпа Аксаков республикăшăн туни курăнмасть».

Раççей Президенчĕн суйлавĕ пирки те ыйтрĕç. «Владимир Путин кандидатуришĕн çине тăрса ĕçлĕп. Ку хутĕнче пирĕн лайăхрах тăрăшмалла», – терĕ М.Игнатьев.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 декабря 2011
00:00
Поделиться
;