Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăвăсем вуланă, юрăсем шăрантарнă

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче «Пултарулăх çăл куçĕ» поэзи фестивалĕ иртни пирки палăртнăччĕ. Программа икĕ пайран тăнă.

«Пултарулăх çăл куçĕ» фестивалĕн иккĕмĕш пайĕнче – литература каçĕнче Вутлан, Элĕк, Мăн Вылă шкулĕсенче вĕренекенсем Ухсай Яккăвĕн сăввисене вуланă, чăваш юррисене шăрантарнă. Чăваш Сурăм шкулĕнчи 5-мĕш класра вĕренекенсем Ухсай Яккăвĕн «Кĕлпук мучи» поэми, Юнтапа шкулĕнчи ачасем «Шуйттан чури» трагедийĕ, Тени шкулĕнче вĕренекенсем «Якку-сăвăç» поэма тăрăх инсценировкăсем кăтартнă. Элĕкри ачасен искусство шкулĕнче вĕренекенсем хаваслă ташăсемпе савăнтарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 декабря 2011
00:00
Поделиться
;