Çĕнĕ техника хушăнсах пырать
«Алмаз» обществăра машина-трактор паркне çĕнетсе пырассине тĕпе хураççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, техника 15 единица шутланать. Çав шутран урапаллă тракторсем улттă, гусеницăллисем пĕрре. Юнтапасен тыр-пул пухса кĕртмелли комбайнсем иккĕ. «Уй-хир карапĕсем» кăçалхи вырмара тухăçлă ĕçленĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кивех мар-ха, пĕрне иртнĕ çул кăна туяннă.
Обществăра тракторсене çĕнетессипе уйрăмах лайăх ĕçленĕ. Икĕ «Беларусь» трактора иртнĕ çур кунĕсенче туяннă. Çак кунсенче парка тепĕр Беларусь-1221 хушăннă, çавăн пекех выльăх апачĕ хатĕрлемелли кăкарса ĕçлемелли агрегат та илсе килнĕ.
Хуçалăхри ял хуçалăх машинисем те çирĕп. Юлашки вăхăтра кăна сеялка тата çĕнĕ йышши плуг туяннă.