Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фермерсене пулăшĕç

2012 çулта Раççейре тепĕр тĕллевлĕ программа «Начинающий фермер» ĕçлеме тытăнать. Вăл регионсенчи программăсене укçа-тенкĕпе пулăшĕ. Федераци бюджетĕнчен укçа илес тесен тĕп условине регионсен программăсем йышăнмалла. Çапла вара 2012 çултан фермер ĕçне пуçăнакансене 2 миллиард тенкĕ, çĕр лаптăкĕпе çыхăнннă формальноçсене пĕтерме 1,4 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Кунсăр пуçне хресченпе фермер хуçалăхĕсене йĕркелеме грантсем параççĕ, çĕр, техника , вăрлăх туянма, производство, склад тата ытти çутрсене тĕпрен юсамалли проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеме пулăшаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 декабря 2011
00:00
Поделиться
;