Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Историе кĕрсе юлнисене манмаççĕ

Республикăри «Раççей çиррĕмĕш ĕмĕрте. Историе кĕрсе юлнă çын» тĕпчев ĕçĕсен районти этапĕн конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Элĕк, Юнтапа, Карачура шкулĕсенче вĕренекенсем активлăхпа палăрнă.

Малти вырăнсене çаксем йышăннă: Элĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Евгений Петров (ертÿçи С.Ефремова) пĕрремĕш вырăна тухнă. Иккĕмĕш вырăна Юнтапа шкулĕнчи Татьяна Федорова (ертÿçи З.Леонтьева) тата Элĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Руслан Львов (ертÿçи С.Ефремова) пайланă. Карачура шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлÿ пухакан Алексей Петровский (ертÿçи А.Иванов) виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Чи лайăх ĕçсене республикăри конкурса ярса парĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 декабря 2011
00:00
Поделиться
;