Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йышлă ĕнесен сĕчĕ те ытларах

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци ытларах илесси вĕсен йышне ÿстерсе пынинчен те нумай килет.  Кăçал акă ĕне выльăхсен хисепĕ палăрмаллах хушăннă. Иртнĕ вунă уйăхра кăна мĕн-пур категориллĕ хуçалăхсенче ĕне-выльăхсен шучĕ 10990 пуçа çитнĕ. Урăхла каласан, 108 пуç хушăннă. Ку енĕпе килти хуçалăхсем уйрăмах лайăх ĕçленĕ - картишĕсенче 217 пуç таранах хушăннă. Çав шутран ĕнесем – 190 пуçĕ.

Йышлă выльăхсен продуктивлăхĕ ытларах пулни те куç кĕрет. Ял çыннисен хуçалăхĕсем сĕт суса илессине 384 тонна ÿстернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 декабря 2011
00:00
Поделиться
;