Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăнăçлă хÿтĕленĕ

Мартынкасси ялĕнче пурăнакансем ĕлĕкех вĕреннĕ çынсен хисепĕ йышлă пулнипе палăрса тăнă. Акă иртнĕ суйлавра Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса тăнă пирĕн ентеш Петр Петрович Павлов ученăй степеньне илме пултарчĕ.

Раштавăн 9-мĕшĕнче Мордва Республикин Саранск хулинчи патшалăх университетĕнче диссертации хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче П.П. Павлов кандидат диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ, истории наукисен кандидачĕ пулса тăнă.

Ларăва пĕтĕмпе 16 докторпа профессор хутшăннă, вĕсем Петр Петровича чылай ыйтусем панă, вăл пурин çине те тивĕçлĕ хуравсем панă, ученăйсем унăн ĕçне ырланă, пурте пĕр саслăн сасăланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 декабря 2011
00:00
Поделиться
;