Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Бизнес-инкубатор çĕкленет

Элĕкре бизнес-инкубатор тăвассипе ĕçсем анлă сарăлчĕç. Халĕ кунта строительсем кашни кун тимлĕх кăтартаççĕ – стенасене  хăпартаççĕ.

Çĕнĕ çурт пĕчĕк предпринимательство ĕçне аталантармалли центр пулĕ. Тĕп ĕçсене 2011-2012 çулсенче туса ирттерме палăртнă. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама 38,3 миллион тенкĕ кайĕ.

Бизнес-инкубатора хута ярассин тĕп тĕллевĕ – пĕчĕк предпринимательствăна аталантарма майсем туса парасси, ку ĕçе çамрăксене явăçтарасси. Асăннă çуртра ĕçе мĕнле йĕркелемеллине те вĕрентĕç. 35 офис пÿлĕмĕ пулĕ, конференц-зал вырнаçĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 декабря 2011
00:00
Поделиться
;