Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шашкăлла ăста вылярĕç

Çак кунсенче районта шашкă юратакансен тăваттăмĕш чемпионачĕ иртрĕ. 42 çын тупăшрĕç.

Район чемпионĕ З. Атюкин (Сурăмварри) пулса тăчĕ. Пĕлтĕрхи чемпион Б. Кириллов (Мăн Выл) иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Виççĕмĕш вырăна, аслисемпе тупăшса, Иван Ильдер (Мăн Ямаш шкулĕнче вĕренекен) тивĕçрĕ. Арçынсенчен  А. Иванов (райбольница), А. Степанов (Элĕк сали), Н. Николаев аван вылярĕç, анчах малтисен шутне кĕреймерĕç. Хĕр арăмсенчен В. Дмитриева (Элĕк шкулĕ). С. Осипова (Карачура шкулĕ) С. Степанова (ДЮСШ) малти вырăнсене йышăнчĕç. Арçын ачасенчен  Иван Ильдер (Мăн Ямаш шкулĕ), Александр Иванов (Элĕк шкулĕ), Эдуард Цветков (Мăн Ямаш шкулĕ) аван вылярĕç. Хĕр ачасенчен Алена Кондратьевăна (Юнтапа шкулĕ) çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Йăлкăш шкулĕнче вĕренекен Светлана Ивановăпа Эмилия Павлова тухрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 декабря 2011
00:00
Поделиться
;