Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксенчен уйрăлмасть

«Çамрăксен Канашĕн чи лайăх председателĕ» республикăри конкурсра çĕнтернĕ Олег Михайлова иккĕмĕш степеньлĕ диплом парса чыс тунă. Вăл, депутат пулнă май, обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать.

Ехремкасси ялĕнчи икĕ пĕвене тирпей-илем кÿрес, йĕркесĕр çÿп-çап вырăнĕсене пĕтерес ĕçсене çамрăксене явăçтарнă.

Олег Юрьевич килти хушма хуçалăхне лайăх тытать. Вун икĕ гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать, çĕр улми, купăста, кишĕр тата нумай çул ÿсекен курăксем ÿстерессипе ĕçлет. Пушă вăхăтра спортпа интересленет. Пĕр сăмахпа каласан, сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурать. Ялти активист, лайăх организатор вăл.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2011
00:00
Поделиться
;