Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăнăçлă пурнăçланать

Ял хуçалăхне, хушма хуçалăх тытакан ял çыннине аталанма пулăшас тĕллевпе çĕр-шывра йышăннă «Агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ» наци проекчĕ районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн хушма хуçалăха аталантарма тивекен кредитпа сахал мар хуçалăх усă курнă. Кăçал çулталăк пуçламăшĕнчен хушма хуçалăх тытакансене 611 çăмăллăхлă кредит 93 миллион та 54 пин тенкĕлĕх панă.

2011 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне килти хуçалăхсенче ĕне-выльăхсем 4884 пуç, сыснасем 1429 пуç, сурăхсем 9298 пуç. Уйрăм хуçалăхсем январь-ноябрь уйăхĕсенче 2566,9 тонна аш тата 19676,9 тонна сĕт туса илнĕ. Çакă ял çыннин ĕçĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнине кăтартса парать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2011
00:00
Поделиться
;