Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Анне, паян садике каятпăр-и?

Кĕçĕн классенчи хăш-пĕр ачасем вĕрентÿ çуртне уроксем пуçланиччен чылай малтан килме юратаççĕ, кабинетсем хальлĕхе уçă марри те пистермест вĕсене ку хăнăхуран, мĕншĕн тесен ирех çитсен тантăшсем умĕнче мухтанса илме те май пур. Анчах юлашки вăхăтра Вутлан шкулне çÿрекенсенчен те иртерех çитекенсем тупăнчĕç. Кунта садик уçăлчĕ те, ĕçе васкакан ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене шуçăм çуталиччен тĕттĕмлех çутă та ăшă пÿлĕмсене кĕртсе хăвараççĕ.

Садик уçни шкул микрорайонĕнче пурăнакансемшĕн, уйрăмах пĕчĕк ачасемшĕн кăçал кÿнĕ чăннипех те пысăк парне пулчĕ. Строительсем çуллахи каникулта евроюсав ĕçĕсене пурнăçлани харама каймарĕ, хавас кăмăлпа кĕретĕн халĕ çутă та ăшă, таса та илемлĕ пÿлĕмсене. Шкул çулне çитмен ачасене ÿссе тĕрекленме, вĕренсе ăс пухма, выляса ывăнсан канса илме мĕн кирлине пĕтĕмпех туса панă.

Вутланпа Татмăш тата Вăрманкас ялĕсенчен 9 арçын ачапа 11 хĕр пĕрчи килеççĕ садике. Вĕсене пĕр пек  аташ хушаматлă икĕ çамрăк хĕрарăм тарават кĕтсе илет. Евгения Александровна Сорокина аслă воспитатель Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, шкул çулне çитмен ачасемпе пĕрремĕш çул ĕçлет. Светлана Леонидовна Сорокина няня тивĕçĕсене пурнăçлать.

- Садике тĕрлĕ çулхи ачасем çÿреççĕ,- паллаштарать хăйсен ĕçĕпе Евгения Александровна, - икĕ çултан пуçласа ултă çула çитнисем. - Çавăнпа аслă тата кĕçĕн ушкăнсем йĕркелесе ятарлă программăпа ĕçлетпĕр.

Палах, садикре килти ирĕклĕх пĕтет. Кунти йĕркесене хăнăхиччен, воспитатель каланă тăрăх, пĕчĕк пăтăрмахсем те палăркаланă.

Акă асламăшĕ ирпе мăнукне садике илсе килнĕ. Артур, хаваспах килтен тухнăскер, хăйне кунта хăварассине ăнланса илнĕ те ватă çыннăн аллине вĕçертмесĕр йĕлăнса йĕрмĕшет:

- Асанне, ан кай, юлас килмест, ан кай.

- Лайăх ача-çке эсĕ. Юлас пулать, мăнукăм, сана аппасем кÿрентермеççĕ. Ытти ачасемпе выляма та хаваслăрах...

- Вылянă чухне те куçран вĕçертмелле мар вĕсене, - малалла калаçать воспитатель, унсăрăн чăрсăртарах шăпăрлансем  лăпкăрах ачасенчен теттесем туртса илкелеççĕ.

- Теттесем тенĕрен, çитеççĕ-и вĕсем; - ыйтатăп лайăх тете пĕчĕккисемшĕн çимĕç пекех кирлине туйса.

- Ытлашшиех тееймĕн-ха, хальлĕхе вылямалăх пур.

- Спонсорсем тупăнмарĕç-и;

- Татмăшри И. Сорокин предприниматель пулăшрĕ.

Вăйă ачана савăнăç кÿрет кăна маар, ăна аталанма та пулăшать.  Садике çÿрекенсемшĕн унăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.

- Çапах вăхăта вăйă выляса кăна ирттерместĕр пулĕ-ха; Пĕрмай вăйă та йăлăхтарать тата, - тетĕп Евгения Александровнăна.

- Паллах, - тет вăл.  - Ачан кашни кун çитĕннĕ май ăс-тăн енчен те пĕр май аталанса пымалла. Илеме туйма хăнăхтаратпăр. Картинăсем ÿкерме вĕрентетпĕр, аппликацисем тăватпăр. Кану вăхăчĕ уйăрнă. Лăпкăлăх сехечĕсенче çывратма ятарлă пысăк пÿлĕм пур. Унта кашнин хăйĕн кравачĕ, таса та утюгласа якатнă вырăн хатĕрĕсем.

Светлана Леонидовна воспитателĕн «хуçалăхĕ» те ку чухнехи.  Хуралнă вырăн таврашĕсене, ытти япаласене çуса тасатма прачечнăй пур. Çумали автоматне çĕнĕрен туяннă. Юнашар пÿлĕмре тасисене утюглама меллĕ. Вĕри шывĕ те, сивви те кранран юхать.

 Медицина кабинетĕнче ачасен сывлăхне тĕрĕслесе тăма пулать.

- Сывлăх ĕçченĕн штачĕ çук-ха пирĕн, - пĕлтерет Евгения Александровна, - çапах медицина пулăшăвĕсĕр юлма кирлĕ мар. Вутланта нумаях пулмасть çĕнĕ фельдшер пункчĕ  уçăлчĕ. Унти М.В. Иванова çамрăк специалистăн  ачасене те пăхса тăмалла.

О.Ф. Фомина пенсионерка кашни каçах садике мăнукне илме килет:

- Садик уçăлнипе пурте кăмăллă,- каласа парать вăл.- Кунта вĕсем ир пуçласа каçченех пулаççĕ, вĕсене виçĕ хут апат çитереççĕ. Килте нумаййăшин ачасемшĕн кун пек тимлĕх уйăрма майсем сахалрах. Садикре ачасен тавра курăмĕ анлăланать, йышра хăюлланаççĕ вĕсем, аталанаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн чунĕ те кунĕпех лăпкă вĕсемшĕн.

... Ăшă та тутлă ыйхăран тăрас килмест ирхине ачасен, анчах Севăпа Тоньăн мар. Пĕчĕкскерсем садике çÿреме пуçланăранпа амăшĕнчен малтан сиксе тăраççĕ.

 -Анне, паян садике каятпăр-и; - кашни ирхи ыйтăвĕ вĕсен.

- Каятпăр, каятпăр, - тет амăшĕ кăмăллăн.

Кăшт вăхăт иртсен Марина Дмитриевна ачасене типтерлĕ тумлантарчĕ те урама çавăтса тухрĕ. Ăçталла каймаллине пĕчĕкскерсене ăнлантарма килех мар, хăйсемех лайăх пĕлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2011
00:00
Поделиться
;