Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăх специалистсене палăртнă

Элĕк район администрацийĕн актсен залĕнче ял тăрăхĕсен çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕсем конкурсра хăйсен ĕçне мĕнле йĕркелесе пынине электронлă презентаци ирттерсе кăтартса панă.

Унта Элĕк, Мăн Вылă, Ехремкасси, Йăлкăш, Крымсарайкка, Тавăт, Тени, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем хутшăннă. Специалистсем 2011 çулта тунă çитĕнÿсемпе, ĕç-хĕлпе паллаштаракан материалсем тăратнă.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, пĕрремĕш вырăна Ехремкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ Алена Семенова тухнă. Иккĕмĕш вырăнта Чăваш Сурăмĕнчи Оксана Емельянова. Тавăтри Екатерина Николаевăпа Мăн Вылăри Наталья Алексеева вара виççĕмĕш вырăна пайланă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 декабря 2011
00:00
Поделиться
;