Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çулсене юртан тасатаççĕ

Муниципаллă район чиккинчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан автомобиль çулĕсене «Алиководорстрой» общество пăхса тăрать. Ялсенчине вара «Алиководорстрой» общество, «АДСК» общество, А.Р.Семеновăн хресчен-фермер хуçалăхĕ, «Магистраль – М» общество, С.П.Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕ, «Звезда» ял хуçалăх предприятийĕ тасатаççĕ. Подряд организацийĕсем çулсене юртан, тирпей-илем элеменчĕсене юртан тата пăртан, çул-йĕр паллисен, картасен, тротуарсен, çуран утмалли çулсен тата ытти объектсен таврашне те пăхсах, тасатсах тăраççĕ.

Юр çунипе пĕрлех подряд организацийĕсем хăйсен ĕçне тытăнаççĕ. Мĕнпур техникăна урамсемпе çулсене тасатма уйăрнă. Подрядчиксем йĕри-таврари улшăнусене çийĕнчех асăрхаççĕ, автомобиль çулĕсене хĕллехи вăхăтра кирлĕ пек пăхса тăрассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 декабря 2011
00:00
Поделиться
;