Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кремльти Елкăна хутшăнĕ

Çĕнĕ Çул асамлăх парнелекен уяв. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртет тейĕн. Хăвăн тăрăшулăху та кирлĕ паллах.

Карачурари тулли мар вăтам шкулта пĕлÿ илекен Ирина Ивановăна кăçалхи çул чăн-чăн кĕтменлĕх парнеленĕ. Вăл шкулта тăрăшса вĕреннĕшĕн Мускава Кремльте иртекен Елкăна кайма тивĕçнĕ. Çиччĕмĕш класс вĕренекенĕ çĕршывăмăрăн тĕп хулине раштавăн çирĕм виççĕмĕшĕнче республикăри ытти пултаруллă ачасемпе çула тухрĕ. Çирĕм пиллĕкмĕшĕнче Кремльти Елкăра савăнĕ. Вĕренÿре пиллĕкпе кăна ĕлкĕрсе пыраканскер уявра чăваш çи-пуçĕпе пулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 декабря 2011
00:00
Поделиться
;