Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Марафон вĕçленчĕ

2011 çулта пирĕн района, Шупашкар районĕ пекех, «Чăваш Республикин культура территорийĕ» тесе пĕлтернĕ.

Унпа килĕшÿллĕн авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕнче культура ĕçĕсен марафонĕ уçăлнă. Вăл «Çуралнă кунпа, тăван район» театрализациленĕ кăтартупа пуçланнă. Унта район пуласлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшакан ял çамрăкĕсене чысланă.

Юпа-чÿк уйăхĕсенче Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсене тивĕçессишĕн йĕркеленĕ конкурс çĕнтерÿçисен проекчĕсене кăтартнă: «Шăпăр-кĕсле, ай вылять...», хамăр ентеш-офицерсене халалланă фильм тата ытти проектсем.

Районти литературăпа краеведени музейĕнче куравсем ĕçленĕ.

Культура марафонĕ пынă вăхăтра вулавăшсенче район йĕркеленсе кайнипе аталанăвĕ, хамăрăн мухтавлă ентешсем çинчен каласа паракан тĕрлĕрен мероприятисем иртнĕ. Çак кунсенче марафон вĕçленнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 декабря 2011
00:00
Поделиться
;